Чӑваш академи драма театрӗнче паян Тургенев пьесипе лартнӑ спектакль премьери пулать

Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ку сезонти пӗрремӗш премьерӑна хатӗрлесе ҫитернӗ. Иван Тургенев пьесипе лартнӑ "Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле" постановкӑпа куракансем паян паллашма пултарӗҫ. Спектакль репетицийӗнче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ пулса курчӗ. 

Чи малтан, 1872-мӗш ҫулта ку хайлавпа Мускаври Пӗчӗк театр актерӗсем сцена ҫине тухнӑ. Пирӗн артистсем валли ӑна Дмитрий Миронов ҫамрӑк режиссер хатӗрленӗ. "Чӗлхе пӗлменни чӑрмав пулмарӗ, сӑнарсен калаҫӑвне сӑмахсем тӑрӑх мар, кӑмӑл-туйӑм урлӑ ӑнланма вӗренсе ҫитрӗм", - тет чӑваш драма артисчӗсене пӗрремӗш хут хӑй тавра пуҫтарнӑ режиссер. Пӗр-пӗрне туйса, пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫленӗ вӗсем.

Валерий Яковлев илемлӗх ертӳҫипе Дмитрий Миронов темиҫе пьесӑна шӗкӗлчесе тухнӑ хыҫҫӑн ҫине-ҫинех Тургенев патнех ҫаврӑнса ҫитнӗ. Ҫавӑнпа ҫак автор ҫинчех чарӑннӑ. "Хутшӑнусем кӑткӑс, кашни сӑнарӑн шӑпи шухӑша ярса хурав шырама хистет, яр уҫӑ кӑмӑл-туйӑмпа та выляма ҫук", - теҫҫӗ артистсем. 

Тӗп сӑнарсенчен пӗри Наталья Петровна кил-ҫурта ҫамрӑк учитель килсе кӗрсен канӑҫне ҫухатать. Каччӑна юратса пӑрахса асап авӑрне кӗрсе ӳкет. 

Лӑпкӑлӑхпа канлӗхре пурӑннӑ Наталья Петровна палламалла мар улшӑнса ыттисен пурнӑҫне те инкеке ҫавӑрать. Ҫӗнӗ спектакль темиҫе сӑнар урлӑ хӗрарӑм шӑпине, чун тӗпӗнчи туйӑмӗсене уҫса парать. Постановкӑна хатӗрлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, тимӗртен тунӑ декорацисенче те хӑйнеевӗрлӗ шухӑш вуланать. Тӗп сӑнар читлӗх пек курӑнакан решетке витӗр пӗрмай тухса тарма талпӑннӑн туйӑнать. Спектакле вӗҫлекен самант вара кураканшӑн чӑн кӗтменлӗх пулса тӑрӗ.

Алиса Александрова, Димитрий Макаров