Чӑваш академи драма театрӗнче ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса паракан спектакль премьери пулчӗ

Мӑшӑр тени - мӗн тени? Ку ыйтӑва кашни ҫемье тӗрлӗрен хуравлама пултарӗ, анчах тӗпре, тем тесен те - пӗр-пӗрне юратни, ӑнланни, каҫарма пӗлни. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ шӑпах ҫак ятпа ҫамрӑксем валли юрӑ-ташӑллӑ камит сцена ҫине кӑларчӗ. Ӑна аслӑ ӳсӗмрисем те хапӑлласа йышӑнчӗҫ.

"Юрӑ-ташӑллӑ камит" тесен, куракан пӗрремӗш сценӑранах шӳт, путиш, вӑйӑ-кулӑ кӗтме тытӑнать. Ҫапла пуҫлать те спектакле дирижёр ролӗнчи Сергей Иванов.

Камитре хальхи вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсене драма артисчӗсем чӗрӗ саспа юрлаҫҫӗ. Паллах, спектакль - хитсен пуххи мар: сюжет аталанса пынӑ май вӑл е ку юрӑ хӑйех чӗлхе ҫине килет, вырӑнлӑ янӑрать. Дмитрий Тетель аранжировщик пӗр сӗм парса илемлетнӗскерсем сӑнарсен шалти тӗнчине уҫма та пулӑшаҫҫӗ. Борис Манджиев режиссёр кураканӑн кӑмӑлне "тилхепере тытма" пӗлет, самант та кичемленме памасть: ҫамрӑк ҫемье тавра ҫаврӑнакан истори кӗтменлӗхсемпе пуян. Этнерпе Илемпи, икӗ ачаллӑ мӑшӑр, амӑшӗсем хушша-хуппа кӗнипе пӗр-пӗрне ӑнланми пулаҫҫӗ.

Ҫемйине упраса хӑварас кӑмӑллӑ Этнер темле лару-тӑрӑва та лекет. Ҫакӑ куракана арӑмӗ е упӑшки вырӑнӗнче пулса пӑхма, мӑшӑрне аванрах ӑнланса илме пулӑшать. Илемпин хӗр тусӗсем, вӗсемпе пӗрле Атӑл хӗррине канма пынӑ каччӑсем хальхи чӑваш ҫамрӑкӗсен сӑн-сӑпатне яр уҫҫӑн кӑтартаҫҫӗ. Тӗнче касса ҫӳрекеннисене те тӑван ҫӗр, тӑван чӗлхе, тӑван юрӑ-кӗвӗ туртать.

Илемпе йӑлкӑшса-ҫиҫсе тӑракан спектакле хӳхӗм хӗрсен, маттур каччӑсен конкурсӗпе е тӗп хулари киностудин кастингӗпе те арпаштарма пулать. Шупашкар урамӗсенчен асамлӑ майпа сцена ҫине лекнӗ евӗрех курӑнаҫҫӗ пулин те, ҫамрӑксем хӑшпӗр енчен куракана тӗслӗх те параҫҫӗ: вӗсен пурин те ячӗсем чӑвашла, "Хитре" брендӑн модӑна кӗнӗ тӗрӗллӗ тумӗсем яш-кӗрӗме пушшех илӗртӳлӗх кӳреҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ алӑкӗсем ҫуллахи вӑхӑтра та яри уҫӑ пулӗҫ. Атӑл хӗрринчех вырнаҫнӑран туристсем те кунта кӗрсе курмасӑр иртсе каймаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех ҫулла театрта ачасем валли лагерь ӗҫлӗ. Унта канакансем тӗрлӗ ӑсталӑха алла илӗҫ, артистсемпе режиссёрсем пулӑшнипе юмах хатӗрлесе кӑтартӗҫ. "Мӑшӑр тени - мӗн тени?" камит вара тепӗр хут ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулӗ.

Марина Карягина, Игорь Ульянов