Чӑваш академи драма театрӗнче - ҫӗнӗ спектакль

Премьера "Ҫын пурнӑҫӗ" ятлӑ. Ӑна Республика Пуҫлӑхӗн Гранчӗпе лартнӑ. 

Василий Иванов режиссер ҫӗнӗ постановка валли вырӑс ҫыравҫин Леонид Андреевӑн пьесине суйласа илнӗ. Ӑна чӑвашла Ольга Туркай куҫарнӑ. 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кун ҫути курнӑ произведени самана улшӑннине пӑхмасӑр паянхи кун та пӗлтерӗшне ҫухатманни кӑсӑклантарнӑ ҫамрӑк режиссера. Пӗтӗмӗшле Ҫын кун-ҫулне сӑнлакан спектакльте кашни куракан хӑйне палласа илӗ. Спектакль пуҫламӑшӗнче, сӑмахран, ача ҫак тӗнчене килме хатӗрленекен вӑхӑтра мӗн пулса иртнине сӑнланӑ. Мӗн пур тӑван-пӗтен пӗтӗм ӗҫе пӑрахсах пепкене ят хурса ӳстерес ыйтӑва сӳтсе явать. Ҫав вӑхӑтрах вара юнашар ҫуралман пепкен малашлӑхне куҫа курӑнман шӑпа карчӑкӗсем татса параҫҫӗ. 

Василий Ивановшӑн ку вӑл сцена ҫине кӑларнӑ 5-мӗш ӗҫ. Унччен режиссер ача-пӑча спектаклӗсемпе камитсем лартнӑ. "Ҫын пурнӑҫӗ" вара пачах урӑхла жанр - мистикӑлла драма. Постановкӑра леш тӗнчене сӑнлакан сцена сахал мар. 

Спектакле кӗвӗпе Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Лолита Чекушкина илемлетнӗ. Ташӑсене Сергей Ререкин хореограф лартнӑ. Сценографӗ - Светлана Зверева ӳнерҫӗ. Премьера Чӑваш академи драма театрӗнче ыран - утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулть, 18 сехет те 30 минутра пуҫланать. 

 

Леонид Петров, Игорь Ульянов