Чӑнлӑха пир ҫине куҫаракансем

Ӳнер музейӗнче Моисей Спиридоновпа Николай Садюков ӳнерҫӗсен ҫавра ҫулӗсене халалланӑ куравсем уҫӑлчӗҫ.

Кӑҫал республикӑри ӳнер тӗнчишӗн пӗлтерӗшлӗ ҫулталӑк. Ҫак пултарулӑх аталанӑвне пысӑк витӗм кӳнӗ Моисей Спиридонов ҫуралнӑранпа ҫурла уйӑхӗнче 130 ҫул ҫитрӗ. Чир алхаснине пула уяв ӗҫ-пуҫне куҫарма тивнӗ. Тӑвай тӑрӑхӗнчи Енӗш Нӑрвашра ҫуралса ӳснӗ мухтавлӑ ентешӗмӗре сума суса ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче курав уҫӑлчӗ. Унпа пӗрлех Николай Садюков ӗҫӗсен экспозицине йӗркеленӗ. Ӳнерҫӗ Моисей Спиридоновӑн пултарулӑхне халӑхра сарас тесе нумай тӑрӑшать. Вӑл хӑй те кӑҫал 80 ҫул тултарнӑ. 

Алиса Александрова, Никита Углев