Ҫӗршыври вунӑ ытла театр ушкӑнӗсем Чӑваш Ене фестивале пухӑнчӗҫ

Хальхи театр мӗнле сывлӑшпа сывлать, мӗнле пурӑнать? Режиссерсем куракан кӑмӑлне епле меслетсемпе хускатаҫҫӗ? Шупашкарта Раҫҫейре 9-мӗш хут иртекен "Кислород" фестивале йышӑнчӗҫ. Унта ҫӗршыври 14 хулари 14 театртан килсе ҫитрӗҫ. 

Фестивале Белгородра пуҫарса янӑ. Унтан хӑнасене ҫулран-ҫул Мускав йышӑннӑ. Кӑҫал - Шупашкар. 3 куна тӑсӑлнӑ хаклавра кураканпа тӳресем умне 14 спектакль кӑларнӑ. Кашниех хӑйнеевӗрлӗ. Шухӑша ярса чуна хумхатаканни те, ҫӑмӑл камитсем те пур. Хутшӑнакансем валли пӗртен-пӗр сӗнӳ панӑ, фестиваль тӗлне хальхи автор пьесипе постановка хатӗрлемелле пулнӑ. Пирӗн актерсем те ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Камерлӑ театр тата Станиславский.ком сцена ӑстисем пӗрер спектакль лартнӑ. Сӑмах май, фестиваль шупашкарсен "Я твой ангел" ӗҫӗпе уҫӑлчӗ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров