Ҫӗршыври чи лайӑх театрсене пуҫтарнӑ пысӑк уявра "Нарспи" спектакльти туй сценине кӑтартрӗҫ

Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗ йӗркеленнӗренпе 150 ҫул ҫитнӗ ятпа Мускавра 9 кунлӑх марафон-фестиваль иртнӗ. Ҫӗршыври чи лайӑх театрсене "Зарядье" паркра пуҫтарнӑ пысӑк уявра Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ "Нарспи" спектакльти туй сценине кӑтартрӗ.

Ҫӗршыври мӗнпур тӑрӑхран килнӗ 100 ытла театр, "Зарядье" парка вӗсен пултарулӑхӗпе паллашма пуҫтарӑннӑ ҫур миллион ытла куракан: "Раҫҫей - Театр - Общество" ятпа иртнӗ марафон-фестиваль чӑннипех те пысӑк уява ҫаврӑнчӗ. Сцена ҫине пирӗн артистсем тухсан пурте чӑваш культурипе йӑли-йӗркин асамлӑ тыткӑнне лекрӗҫ, Нарспи туйне хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Аса илтерер: Константин Ивановӑн вилӗмсӗр "Нарспи" трагедине театр республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартнӑ.

Ҫӗршыври Театр ӗҫченӗсен союзӗ Раҫҫей культура министерстви тата Президентӑн культура пуҫарӑвӗсен фончӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ проект "Телейлӗ ҫынсен пӗрлӗхӗ" девизпа иртрӗ. Фестиваль кунӗсенче артистсем тӗрлӗ куравсене, ӑсталӑх сехечӗсене хутшӑнчӗҫ. 

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн 109-мӗш сезонӗ ҫак уйӑх вӗҫӗнчех, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, "Нарспи" спектакльпе уҫӑлать. Билетсем юлнӑ пулсан, туянса ӗлкӗрме васкӑр. Юлашки тапхӑрта куракана нумай калаҫтаракан, яланах тӑп-тулли залпа иртекен постановкӑна паянхи куҫпа пӑхса, ҫӗнӗлле лартас тенӗ.

Марина Карягина