Курав залӗнче - Ҫеҫпӗл Мишшин кун-ҫулӗпе, пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекесемпе ӳкерчӗксем, документсем. Поэт хӑй те кунтах пек: 100 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн чӑваш тӗпчевҫисемпе ӳнерҫисем, ҫыравҫисемпе вулакансем мӗнле ӗҫлесе пурӑннине сӑнаса тӑрать, тейӗн.
Чи малтанах республика шайӗнче иртнӗ ачасемпе ҫамрӑксен "Поэзи сӑн-сӑпачӗ" ӳкерчӗксен конкурсӗнче тата "Ҫеҫпӗлӗн тӗнче тетелӗнчи вӑрттӑнлӑхӗсем" ӑмӑртура ҫӗнтернисене чысларӗҫ. Унта шкул ачисемпе студентсем, республикӑри вулавӑшсем хастар хутшӑннӑ. Тӗрлӗ номинацире мала тухнисене Тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе хавхалантарчӗҫ.
Сӑвӑҫӑн ҫавра ҫулне халалласа наци библиотеки справочник кӑларнӑ. Вӑл виҫӗ пайран тӑрать, унта ҫыравҫӑн тӗрлӗ чӗлхепе тухнӑ хайлавӗсене, унӑн пултарулӑхӗпе кун-ҫулне тишкерсе ҫырнӑ тӗпчев статйисене кӗртнӗ.
Наци библиотеки ҫавӑн пекех кӑҫал тепӗр кӗнеке кӑларнӑ - Ҫеҫпӗл Мишши савнӑ хӗрарӑмӗ патне янӑ ҫырӑвӗсем. Вӗсене Юрий Сементер Чӑваш халӑх поэчӗ тӑван чӗлхене 35 ҫул каялла куҫарнӑччӗ.
Наци библиотеки культура министерстви пулӑшнипе Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине ҫӗршыв шайӗнче паллӑ тӑвас тесе ҫулталӑк тӑршшӗпех нумай ӗҫлерӗ. Тӗрлӗ куравсемпе ӑмӑртусем, вулавсем йӗркелесе ирттернисӗр пуҫне кӳршӗ республикӑсенчи ҫыравҫӑсене Поэзи фестивальне пуҫтарчӗ. Унтан "Чӗре йыхравӗ" марафон анлӑ программӑпа Мускава, Хусана ҫитрӗ.
Вӑхӑт иртнӗҫем Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне ҫӗнӗ куҫпа пӑхса хакламалла - ҫапла пӗтӗмлетӳ турӗҫ пухӑннисем Виталий Родионов литература тӗпчевҫипе килӗшсе.
Марина Карягина, Игорь Ульянов