Ҫӗршыв шайӗнче палӑрса грант выляса илме пулать

"Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 4-мӗш ҫул Раҫҫейре пултарулӑх ушкӑнӗсен фестивалӗ иртет. Коллективсене "Йӑла-йӗрке" тата "Культура вӑл - эпир" номинацисенче хаклаҫҫӗ

Фестиваль йӗркипе килӗшӳллӗн, икӗ номинаци кашни ҫул пӗр-пӗринпе черетленсе пыраҫҫӗ. Кӑҫал конкурсантсем "Культура вӑл - эпир" номинацире тупӑшӗҫ. Чӑн малтан фестивалӗн регионти тапхӑрӗ иртет. Чӑваш Енри ушкӑнсенчен заявкӑсене республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗнче ҫак уйӑхӑн 14-мӗшчен йышӑнаҫҫӗ. Ку таранччен Чӑваш республикинчи пултарулӑх ушкӑнӗсем кашни ҫулах хутшӑнса малти вырӑна тухма пултарнӑ. 2019-мӗш ҫулта Куславкка районӗнчи "Эткер" халӑх ансамблӗ 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 2020-мӗш ҫулта Шупашкарти пӗрлештернӗ клуб тытӑмӗн халӑх академи хорӗ те 1-мӗш степеньлӗ дипломпа таврӑннӑ. Пӗлтӗр "Йӑла-йӗрке" номинаципе иртнӗ фестивале вара Чӑваш Енрен харӑсах 33 коллектив хутшӑннӑ. «Уяв» фольклор ансамблӗ ҫӗнтернӗ. Грант укҫи ушкӑна питӗ вырӑнлӑ пулнӑ. Чи малтанах костюмсем ҫӗлеттернӗ тата инструментсене ҫӗнетнӗ. 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров