Ҫӗршыв Президентне культура аталанӑвӗпе паллаштарнӑ

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енре пулнӑ чух ҫитсе курнӑ объектсенчен пӗри - Ҫӗрпӳри культура аталанӑвӗн центрӗ. Унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫӗршыв пуҫлӑхне культура министрӗ Светлана Каликова паллаштарчӗ. 

Ҫӗрпӳри культура аталанӑвӗн центрне хулан ҫӗнӗ микрорайонӗнче туса лартнӑ. Паянхи куна ҫӗршывӗпе те ҫакӑн йышши 7 комплекс ӗҫлет. Пирӗн республикӑра вӑл - пӗрремӗш. Объекта "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янӑ. Унта 197 вырӑнлӑ зал, библиокафе, ташӑ, компьютер тата ӳнер пулӗмӗсем вырнаҫнӑ. 

Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ виҫӗ ҫулта Чӑваш Енре 23 культура объектне хута янӑ, тепӗр 100-не юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫакӑ шкул ачисемпе ҫамрӑксене культура учрежденийӗсене ытларах явӑҫтарма май парать. 

Владимир Путина республикӑри шкулсенче театр кружокӗсем ӗҫлени, пӗлтӗр пӗрремӗш хут "Асам" фестиваль йӗркелени пирки каласа кӑтартнӑ. "Пушкин картти" проекта пурнӑҫа кӗртессипе те Чӑваш Республики малтисен ретӗнче. 

Ҫӗршыв Президентне "Тӗрленӗ Раҫҫей карттипе" паллаштарнӑ. Ҫак калӑпӑшлӑ проекта мӗнле пурнӑҫа кӗртни, ӑна мӗнле аталантарни пирки каласа кӑтартнӑ. 

"Культура" наци проекчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа республикӑри 200 ытла учрежденине ҫӗнӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. 18 вулавӑша хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗн тӗпрен юсанӑ. Вӗсенчен 15-шӗ ялсенче вырнаҫнӑ. Кӑҫал та ку енӗпе курӑмлӑ ӗҫсем тума палӑртнӑ. Вӑл шутра 10 автоклуб туянса республикӑри ялсемпе хуласене ҫитермелле, ӳнер шкулӗсене юсамалла тата ытти те. 

 

Оксана Верликова, Димитрий Макаров, Святослав Петров