Ҫӗршер пин пайран тунӑ ӗҫсем шедевр пекех курӑнаҫҫӗ

250 пин мраморпа смальта катӑкӗ. Шупашкарти "Радуга" курав центрӗнче мозаикӑллӑ икӗ пысӑк панно уҫрӗҫ. Ӑна Праски Витти ӳнерҫӗ картини тӑрӑх ӑсталанӑ. Ҫӗнӗ арт-объекта художник ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.

"Асамат кӗперӗ" курав центрӗн ҫуртне ҫапла калӑпӑшлӑ мозаика ӗҫӗпе илемлетес шухӑш кунта тӑрӑшакансен Праски Витти пурӑннӑ чухнех ҫуралнӑ. Сумлӑ ӳнерҫӗ хӑй те кунта час-часах пулкаланӑ. Ҫак туслӑха ҫирӗплетсе центр ертӳҫисем ҫапла курӑмлӑ ӗҫе пуҫӑннӑ та. Виталий Петровичӑн эскизӗсене усӑ курса "Ҫамрӑк мӑшӑр" ятлӑ икӗ мозаикӑлла панносем хатӗрлеме тытӑннӑ.

Ҫак композиципе Праски Витти Венгрире иртнӗ халӑхсем хушшинчи конкурсра ҫӗнтернӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та ӳкерчӗке калӑпӑшлӑ панно ҫине куҫарса ҫӗнӗ пурнӑҫ парасси ҫамрӑк ӳнерҫӗсемшӗн ҫӑмӑл пулман. Ҫапах та, кунта ҫулла кӑна уҫӑлнӑ мозаика студийӗн хастарӗсем шанӑҫа кӗске вӑхӑтрах тӳрре кӑларнӑ. Вӗри эмаль мелӗпе усӑ курса ҫӗршер пин пайран тунӑ икӗ ӗҫ ӳнер шедеврӗ пекех курӑнаҫҫӗ. Аваллӑха тӗшмӗртекенсемшӗн вӑл чӑн-чӑн тӗпчев ӗҫӗ пулса тӑнӑ тейӗн.

Панносем "Радуга" курав ҫурчӗн икӗ енчи стенисене илемлетеҫҫӗ, 38 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене ҫурт ҫине вырнаҫтарас ӗҫ пӗр эрнене тӑсӑлнӑ. Ҫавна май тӗнчипех палӑрнӑ ӳнерҫӗн пултарулӑхӗпе халӗ кунти залсенче ҫеҫ мар, урамранах паллашма пулать.

Культурӑпа курав центрӗ вара мозаика тӗнчине тӗпчесе ҫӗнӗ проект пуҫарнӑ. Туристсене илӗртес тӗллевпе "Орнамент ҫулӗпе" ятлӑ экскурси сукмакне йӗркеленӗ. 90 минута тӑсӑлакан 4 ҫухрӑмлӑ маршрут Шупашкарти 9 ӳнер объекчӗпе паллаштарать. Унта: Вырӑс драма театрӗ, Патшалӑх филармонийӗ тата ытти паллӑ объектсем кӗреҫҫӗ.

Чӑваш халӑх художникӗн 90 ҫулне халалласа ҫуртра халӗ ятарлӑ курав та ӗҫлет. Унта Праски Виттин пуларулӑхӗпе ҫыхӑннӑ хӑйнеевӗрлӗ сӑнӳкерчӗксемпе паллашма пулать. 

Алексей Енейкин, Наталия Егорова