Ҫӗрпӳре Тихвин ярмӑркки вӗҫленчӗ

Темиҫе ӗмӗр каяллах пуҫарнӑ суту-илӳ уявӗ халӗ те шавлӑ иртет. Тӗрлӗ тӑрӑхран пуҫтарӑннӑ ӑстасен ӗҫӗсен куравӗ, конкурссем, тутлӑ апат-ҫимӗҫ, юрӑ-ташӑ - кашниех хӑйне валли мӗн те пулин кӑсӑкли тупрӗ. 

Тихвин ярмӑркки ҫӗрпӳсемшӗн ҫулталӑкри чи кӗтнӗ те паллӑ уявсенчен пӗри. Кунта ӗлӗкех Шупашкарти кӑна мар, Хусанти, Чулхулари, Чӗмпӗрти купсасем килнӗ. Ярмӑркка паян та хайӗн пӗлтерӗшне тата илӗртӳлӗхне ҫухатман. Уяв суту-илӳпе кӑна мар, юрӑ-ташӑпа та пуян.

Мӗн кӑна сутмаҫҫӗ пулӗ куна. Сентресем тӗрлӗ таварпа пуян. Кил-ҫурт таврашӗнчи хатӗрсем, савӑт-сапа, алшӑллисем, атӑ-пушмакпа кӗпе тумтир - темӗн те сӗнеҫҫӗ кунта. Уявра тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ сӗнекен те нумай. Тутлӑ шӑршӑ иртен-ҫӳрене аякранах илӗртет.

Ҫӗрпӳ ярмӑркки, яланхи пекех, культура программипе пуян. Акатуй, ташӑҫсен конкурсӗ, литература фестивалӗ, рок-концерт, мотокросс тата ытти те иртрӗ уяв кунӗсенче. Уйрӑмах халӑх купӑсҫӑсен тупӑшӑвне килӗштерет. Ярмӑркка 4 кун кӗрлерӗ. Тупӑш тума та, канма та май паракан уява ҫӗрпӳсемпе хӑнасем чылай вӑхӑт асра тытӗҫ.

Диана Иванова, Димитрий Макаров