Тихвин ярмӑркки ҫӗрпӳсемшӗн ҫулталӑкри чи кӗтнӗ те паллӑ уявсенчен пӗри. Кунта ӗлӗкех Шупашкарти кӑна мар, Хусанти, Чулхулари, Чӗмпӗрти купсасем килнӗ. Ярмӑркка паян та хайӗн пӗлтерӗшне тата илӗртӳлӗхне ҫухатман. Уяв суту-илӳпе кӑна мар, юрӑ-ташӑпа та пуян.
Мӗн кӑна сутмаҫҫӗ пулӗ куна. Сентресем тӗрлӗ таварпа пуян. Кил-ҫурт таврашӗнчи хатӗрсем, савӑт-сапа, алшӑллисем, атӑ-пушмакпа кӗпе тумтир - темӗн те сӗнеҫҫӗ кунта. Уявра тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ сӗнекен те нумай. Тутлӑ шӑршӑ иртен-ҫӳрене аякранах илӗртет.
Ҫӗрпӳ ярмӑркки, яланхи пекех, культура программипе пуян. Акатуй, ташӑҫсен конкурсӗ, литература фестивалӗ, рок-концерт, мотокросс тата ытти те иртрӗ уяв кунӗсенче. Уйрӑмах халӑх купӑсҫӑсен тупӑшӑвне килӗштерет. Ярмӑркка 4 кун кӗрлерӗ. Тупӑш тума та, канма та май паракан уява ҫӗрпӳсемпе хӑнасем чылай вӑхӑт асра тытӗҫ.
Диана Иванова, Димитрий Макаров