Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Кӑшаркасси хорне йӗркеленӗренпе 95 ҫул ҫитрӗ

Ҫак тапхӑрта пултарулӑх ушкӑнне ертсе пыракансем те, унӑн йышӗ те пӗрре мар улшӑннӑ, тӗп тивӗҫӗ кӑна улшӑнман -  ял ҫыннисене тӑван культурӑпа паллаштарасси.  

Паянхи кун ушкӑнра 20 ытла ҫын. Вӗсем тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшаҫҫӗ, ытларахӑшӗ - тивӗҫлӗ канурисем. Репертуарта, тӗпрен илсен, халӑх юррисем, ҫавӑн пекех хальхи композиторсен чӑвашла тата вырӑсла хайлавӗсем. Хора хӑй вӑхӑтӗнче  50 ҫул ытла Анастасия Герасимова ертсе пынӑ. Паян пултарулӑх ӗҫне Алевтина Прокопьева йӗркелесе пырать. Ушкӑн тӑтӑшах тӑван ялти,  Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи тата республикӑри фестивальсемпе конкурссене, уявсене хутшӑнать.

Надежда Александрова