Авалтан кунта ал ӗҫӗсенчен пуҫласа выльӑх-чӗрлӗх, чӑх-чӗп таранах сутнӑ. Маҫтӑрсем ҫут ҫанталӑк материалӗнчен хӑйсен аллипе ӑсталанӑ кил-хуҫалӑхра кирлӗ ӗҫ хатӗрӗсене, савӑт-сапана халӗ те халӑх ятарласа туянма килет. Николай Федоров ҫулран-ҫул хӑйӗн таварӗпе ярмӑрккана ҫӳрет. Кӑсӑкланакансене вӑл карҫинккана е хӑваран ҫыхса тунӑ чечек савӑчӗсене мӗнле тунине тӗплӗн ӑнлантарма хатӗр. Йывӑҫ-хулӑпа аппаланас ӗҫре чун киленӗҫне тупнӑ арҫын материала та хӑех лартса ӳстерет.
Хальхи ачасем те шӑхлич сӗнекен маҫтӑрсем тӗлӗнче чылайлӑха чарӑнса кайӑкла сасӑ кӑларакан кӗвӗ хатӗрӗсемпе киленеҫҫӗ, аслисенчен туянса пама ыйтаҫҫӗ. Уява кӳршӗ регионсенчен килекенсем малтанах наци йӑлисемпе, юрри-ташшипе паллашас, пирӗн халӑх ӗҫми-ҫимине тутанас кӑмӑллӑ. Ҫавна май кашни кӗтесре тенӗ пекех хаваслӑ кӗвӗсемпе киленме май пулчӗ.
Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи ялсенче пурӑнакансем йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кил картишӗсем йӗркеленӗ. Тӗпелте чӑваш апачӗ пӑсланать, тӗрри-эрешӗ куҫа илӗртет. Кашнинчех куҫ тӗлне кӑсӑкли, халиччен курманни пулать. Хорнсор Ҫармӑс ялӗнчен килнӗ Римма Белова ачаллах Тихвин ярмӑрккине лашапа килнине астӑвать. Ун чухне аслисемпе пӗрле курса ҫӳренӗ пулсан, халӗ асатте-асаннесен кун-ҫулӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, куллен усӑ курнӑ япалисем пирки хӑй каласа парать.
Таҫтанах илтӗнекен хӗрсен юрӑри лӑпкӑ та сӑпайлӑ сасси вӑйӑ картине йыхравлать.
Авал ярмӑрккара ачасене илӗртекенни чуччу таврашӗ пулнӑ. Хальхилле темӗн тӗрли те мар, маҫтӑрсем ӑсталаса ӗҫлеттерекенни савӑнтарнӑ. Етӗрнесем ҫак хатӗре паянхи кунччен сыхласа хӑварнӑ. Тӗрлӗ уява тухса ҫӳресе паянхи ӑру ачисене савӑнтараҫҫӗ.
"Халӑх савӑнӑҫӗ пире вӑй парса тӑрать", - теҫҫӗ ӑна ҫавӑракансем.
Тихвин ярмӑрккинче спортсменсем валли те лапам уйӑрнӑ. Аслисем кӑна мар, ачасем те кавир ҫине тухрӗҫ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи уяв яланхилле хаваслӑ та асра юлмалла иртни пӗрре те иккӗлентермест.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров