«Ҫӗнтерӳ сӑввисем» куллен янӑраҫҫӗ

Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалласа «Чувашия» патшалăх телерадиокомпани флешмоб йӗркелет.

Хаяр вӑрҫӑ кунӗсем пирки каласа кӑтартакан хайлав чӑваш литературинче сахал мар. Фашиста хирӗҫ пӑшалпа та, перопа та ҫапӑҫнӑ поэт-писательсем чуна витермелле йӗркесем ҫырнӑ. Эпир вӗсене пӗрле вулама сӗнетпӗр. Акцие хутшӑнас кӑмӑл пуррине эсир  пирӗн социаллӑ сетьри  «Вконтакте», «Инстаграм», «Фейсбук» ушкӑнӗсенче  пӗлтерме пултаратӑр. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ сирӗнпе ҫыхӑнӗ, сӑвӑ йӗркисене ярса парӗ. Сирӗн вара вӗсене вуланине  видео ӳкерсе ярса памалла. Кайран хӑвӑра «Россия» телеканал эфирӗнче,  телекомпани сайтӗнче тата социаллӑ сетьри ушкӑнсенче курма пултаратӑр.

Екатерина Фомина