Ҫӗнтерӳ гимнӗ чӑвашла янӑрать

Паян республика Атӑл тӑрӑхӗнчи акцие хутшӑнать.

Ҫӗршывра тата республикӑра Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ тӗп ӗҫ-пуҫ вӑй илет. Атӑл тӑрӑхӗнче, уйрӑммӑн илсен, "Пирӗн Ҫӗнтерӳ кунӗ" акци-марафон йӗркеленӗ. Унпа килӗшӳллен 45 ҫул каялла Давид Тухмановпа Владимир Харитонов ҫырнӑ "День Победы" юрӑ тӗрлӗ халӑх чӗлхипе янӑрать. Пысӑк шайра иртекен акци паян Чӑваш Ене Пенза облаҫӗнчен куҫать.

 

Леонид Петров, Виктор Степанов