Ҫӗнӗ спектакльсемпе тата проектсемпе

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ. Юбилей ҫулталӑкӗнче артистсем куракансене мӗнле спектакльсемпе, проектсемпе савӑнтарӗҫ? Ҫакна пултарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫисем пресс-конференцире уҫӑмлатрӗҫ. 

Театр историйӗпе фойере йӗркеленӗ курав туллин паллаштарать. Унта тӗрлӗ вӑхӑтри сӑнӳкерчӗксемпе документсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Юбилей ҫулталӑкӗнче Ҫамрӑксен театрӗ хӑйӗн умне анлӑ тӗллевсем лартать. Байрас Ибрагимов тӗп режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, репертуар 9 ҫӗнӗ спектакльпе пуянланӗ. Вӑл шутра ачасем валли те, аслӑ ӳсӗмрисем валли те постановкӑсем пулӗҫ. Нумай пулмасть театр сцени ҫине "Шурҫамка" спектакль тухнӑ. Ҫу уйӑхӗнче вара куракансене "Евгений Онегин", ҫӗртме уйӑхӗнче - "Чӑваш юмахӗсемпе" савӑнтарӗҫ. 

Ҫак кунсенче театрта Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ чӑваш спектаклӗсен фестивалӗ иртет. Артистсен пултарулӑхне пахалама сумлӑ критик килсе ҫитнӗ. 

Кӑҫал театр ҫӗнӗ проект - "Ҫеҫпӗл карттине" пурнӑҫа кӗртнӗ. Вӑл ачасемпе ҫамрӑксене театра ытларах ҫӳреме тата кӑсӑклӑ спектакльсемпе паллашма май парать.

Юбилей ҫулталӑкӗнче ҫӗнӗлӗхсем тата та пулӗҫ. Халӗ вӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ. Театр труппи ҫулсерен ҫамрӑк артистсемпе пуянланни те савӑнтарать. Хальхи вӑхӑтра театрта 37 сцена ӑсти тӑрӑшать. 

Ыран вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ куракансене юбилей каҫне йыхравлать. Уяв 17 сехетре пуҫланать. 

Оксана Верликова, Игорь Ульянов