Хӑнасене алӑкранах Земфира Яковлева ертсе пыракан "Еткер" фольклор ансамблӗ ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш халӑх юррисемпе кӗтсе илчӗ. Курав залӗнче - Наталия Нагорнован чуна ӑшӑтакан тӳлек тӗссемпе ҫырнӑ ӗҫӗсем: пейзаж, натюрморт, портрет. Ӳнерҫӗн ӳсӗмӗпе паллашма унӑн вӗрентекенӗсем те, тахҫанхи ӗҫтешӗсем те килнӗ. Хальччен Нагорновӑна пурте ытларах ҫут ҫанталӑка сӑнарлакан пек пӗлнӗ. Вӑл чылай ҫул ачасен ӳнер шкулӗнче ӗҫленӗ, ытти художниксемпе пленэра тухса ҫӳренӗ, симпозиумсене хутшӑннӑ. Халӗ вӑл ҫак ӳнер музейӗн педагогӗ: ҫӗршер ачана илеме туйма, сӑрӑпа, кӑранташпа, пастельпе усӑ курма вӗрентет. Художник пек хӑйӗн ҫулне шырать.
Ӳнерҫӗн ҫӗнӗ портречӗсем - пысӑк юратупа ҫырнӑскерсем. Курава Наталия ашшӗ-амӑшне халалланӑ: вӗсем ӑна пӗчӗкрен ӳнер тӗнчине илсе кӗнӗ. Юлашки ҫулсенче сӑрӑ ӑсти чирлӗ амӑшне пӑхса пурӑннӑ, киҫчӗк тытма та питех вӑхӑчӗ тупӑнман-тӑр. Виҫӗмҫул Наталия ҫӗнӗ туйӑмпа хавхаланса Владимир Нагорнов паллӑ скульпторпа ҫемье ҫавӑрнӑ, вара унӑн пирӗсем ҫинче урӑх тӗссем ҫуталса кайнӑ.
Марина Карягина, Михаил Солин