Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химик" культура керменӗнче хальхи йышши кинозал уҫӑлчӗ

Ку вӑл фильм курмалли ҫакнашкал 2-мӗш пӳлӗм. Ӑна "Культура" наци проекчӗн гранчӗпе хута яма май килнӗ. Ҫӗнӗ кинозал 9 миллион тенкӗне кайса ларнӑ. 

Нумай ачаллӑ ҫемьесемпе хастар ҫамрӑксем тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Раҫҫейри паллӑ артист Анатолий Гущин чӑн малтан пысӑк экран ҫинче фильм курса кинозала пахалама пултарчӗҫ. Майоровсемшӗн кинона кайса килесси - хӑй пысӑк уяв. Кулленхи пурнӑҫра пӗрле пуҫтарӑнса ӑҫта та пулин вӑхӑт ирттерме ансат мар. Ашшӗпе амӗшӗ тата вӗсен 4 хӗрӗ кӑҫал хула шайӗнчи "Ҫулталӑкри ҫемье" конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсене чыс туса ҫӗнӗ кинозала пысӑк экран ҫине пӗрремӗш хут тухакан фильм курма йыхравланӑ. Кинозала совет саманинче культура ҫуртӗнче фильмсем кӑтартнӑ тӗлтех йӗркелесе янӑ, чылай вӑхӑт унта кафе пулнӑ. Анатолий Гущин артист хӑй ҫуралса ӳснӗ тӑрӑха тӑтӑшах килсе ҫӳрет. Кунта ача чухне хӑй те час-часах сеансене килнине ӑшшӑн аса илчӗ. Халӗ пысӑк экран ҫинче фильмсем курма май туса панишӗн хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. 

Ирина Николаева, Михаил Солин