Уяв хӑнисене юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ, тӳрех кӑмӑла ҫӗклерӗҫ. Фестивале кӑҫалхипе 7-мӗш хут йӗркеленӗ. Тӗрлӗ халӑх ҫыннисем хӑйсен наци апачӗпе сӑйларӗҫ. Сӗтелӗсем туп-тулли, мӗн кӑна ҫук кунта. Чӑвашсем хуплу, шӑрттан, шӳрпе хатӗрленӗ.
Юнашарах марисен тӗпелӗ. Вӗсен апат-ҫимӗҫӗ чӑвашсенни пекрех. Чустаран тем те пӗр пӗҫернӗ. Мари Эл вӑрманлӑ пулнӑран ку тӑрӑх кӑмпа-ҫырлапа пуян.
Эрменсен сӗтелӗ те илӗртӳллӗ. Хапама кунта тӗп вырӑн йышӑнать. Кавӑн ӑшӗнче рис пӗҫернӗ, ӑна иҫӗмпе, курагапа, мӑйӑрпа тата пылпа хутӑштарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан - пылак плов. Ҫавӑн пекех вӗри апат шутӗнче ариса - тулӑ кӗрпинчен тата чӑх какайӗнчен пӗҫернӗ пӑтӑ. Долма, бастурма, сӗт яшки, тӗрлӗ пылак - пурне те чунпа хатӗрленӗ, терӗҫ тутанса пӑхакансене эрмен хӗрӗсем. Сцена ҫинче вара юрӑ-ташӑ хуҫаланчӗ.
Уявра пурӗ 7 халӑх йӑли-йӗрипе паллашма пулчӗ. Вӑл шутра чӑваш, вырӑс, тутар, мари, мӑкшӑ, эрмен, азербайджан юрри-ташши кӗрлерӗ. Наци культурисен фестивальне хула администрацийӗпе Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал уява Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне халалларӗҫ. Тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пӗр ҫемьери пек туслӑ пурӑнсан кӑна тӑнӑҫлӑ та тату пурнӑҫ хуҫаланӗ, терӗҫ.
Диана Иванова, Михаил Солин