Ҫӗнӗ сӑн-сӑпатпа тата вӑйпа ӗҫлеме пуҫлӗҫ

Кӑҫал Чӑваш Енре пӗр ҫӗнӗ кермен ҫӗкленет тата икӗ клуба тӗпрен юсаҫҫӗ. Тӑвай тата Патӑрьел районӗсенчи ӗҫсемпе Культура министрӗ Светлана Каликова паллашрӗ. 

Тӑвай районӗн культура керменне 1979-мӗш ҫулта ҫӗкленӗ. Унтанпа учреждение пӗрре те тӗпрен юсаман. Ҫак тапхӑрта ҫурт тӑрри кивелнӗ, пӳлӗмсем самай юхӑннӑ, электричество тытӑмӗ те йӗркене тивӗҫтерми пулнӑ. Пӗлтӗр культурӑпа кану центрне наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнетме пуҫланӑ. Патӑрьел тӑрӑхӗнче пурӑнакансене те савӑнӑҫлӑ пулӑм кӗтет. Ҫитес вӑхӑтра Нӑрваш Шӑхальте юсав хыҫҫӑн ҫӗнелнӗ культура керменӗ алӑкне уҫмалла. Объектра халӗ районти "Булат" подряд организацийӗ вӑй хурать. Мӗн пур ӗҫӗн 85 процентне пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. Унсӑр пуҫне районта кӑҫал Чӑваш Ен программипе 2 культура керменне тӗпрен юсаҫҫӗ.