Ҫемьесене пӗрлештерекен уяв

Йӗпреҫ округӗнче "К истокам" ятлӑ фестиваль иртрӗ. 

Хӑнасене Пӗчӗк Упакассинче Дениспа Надежда Борисовсем йышӑнчӗҫ. Хастар мӑшӑр хуларан яла темиҫе ҫул каялла куҫса килнӗ, кивӗ фермӑна ҫӗнетсе выльӑх-чӗрлӗх усрама тытӑннӑ. Пӗр шухӑшлӑ ҫемьесене пӗрлештерес тӗллевпе уяв йӗркелеме шутланӑ. - Тен, пирӗн тӗслӗх ҫамрӑксене те ялта тӗпленсе ҫут ҫанталӑк патне ҫывӑхрах пулма хавхалантарӗ, теҫҫӗ Борисовсем. Хӑнасене кӗтсе илме чылай хатӗрленнӗ вӗсем. Лапама хӑйнеевӗрлӗ чечек клумбисемпе илемлетнӗ, сцена, апатланмалли вырӑн йӗркеленӗ, шыв кӗртнӗ. Уява килнисем тӗрлӗ ӑсталӑх урокӗсемпе лекцисене хутшӑнчӗҫ. Урӑх регионсенчи артистсене те чӗннӗ. Тепӗр ҫул та ҫакӑн пек пӗрле пухӑнасса шанаҫҫӗ фестивале йӗркелекенсем. 

Вероника Павлова