Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче регионсем хушшинчи 5-мӗш "Атӑл юмахӗ" фестиваль пырать

Кӑҫалхи фестивале Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул, Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ, ӑна Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.

Фестивале уҫма Светлана Каликова культура министрӗ хутшӑнчӗ, вӑл тӗрлӗ чӗлхепе пыракан спектакльсем пирӗн куракана ӑшӑ кӑмӑл-туйӑм кӳрессе, хальхи театрсен нумай енлӗхӗпе паллаштарасса шаннине палӑртрӗ. Жюрин яланхи ертӳҫи Виктор Шрайман "Атӑл юмахне" театр ӳнерне тулли кӑкӑрпа сывлама май паракан кислородпа танлаштарчӗ. Экран ҫинчен пиртен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ Иосиф Дмитриев (Трер) режиссер, ҫак фестивале пуҫарса яракан, калани халал пекех янӑрарӗ: "Пурӑннӑ чух ҫыннӑн ӗҫлемелле, пурӑннӑ чух ҫыннӑн ырра шанмалла". Кӑҫалтан "Атӑл юмахӗ" ун ячӗпе хисепленӗ.

Марина Карягина, Николай Семенов