Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ Йошкар-Олара иртекен фестивале хутшӑнать

Ӑна Мари Республики 100 ҫул тултарнине халалланӑ. Чӑваш артисчӗсем фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче сцена ҫине тухрӗҫ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ "Пиллӗк - ҫирӗм пиллӗк" трагикомедипе куракансене тыткӑнларӗ. Тӗп сӑнар Коля хальхи ҫамрӑксене хумхантаракан ыйтусене хускатать. Ӑна малашлӑх иккӗлентерет. Пурӑнма тем пек йывӑр пулсан та, лайӑххи ҫав-ҫавах чылай, ҫак шухӑша каччӑ пуҫра пӗрре мар ҫавӑрттарать. Пьеса авторӗ - Питӗрти ҫамрӑк драматург Данила Привалов. Спектакль режиссерӗ - Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ - Дмитрий Михайлов. Ку вӑл унӑн пӗрремӗш пысӑк ӗҫӗ. 

 


Вероника Павлова, Николай Семёнов