Пулас камитри ӗҫ-пуҫа "Кам пӗрремӗш хут ҫак алӑкран кӗрсе тӑрать, ҫавна качча тухатӑп" тенинчен пуҫарса янӑ. Ҫавӑнпа сценари тӗрлӗ пӑтӑрмахлӑ пулӑмсемпе пуян. Текст 50 страница ытла пулса тухнӑ. Ӑна ҫырма ҫулталӑк кирлӗ пулнӑ. Камит ҫӑмӑл жанр шутланать пулин те, фильмри тӗп шухӑш тарӑн, тет режиссер.
Фильмри артистсен шучӗ те йышлӑ. Унта 22-ӗн вылянӑ. Ҫавӑн пекех массӑллӑ сцена те сахал мар. Тӗп рольсене Лариса Федорова, Виктор Шамбулин, Юлия Егорова, Ольга Ухтерикова, Альбина Пӑрчӑкан тата ытти паллӑ артистсем калӑпланӑ. Чикӗ леш енчи геройӑн сӑнарне вара чӑн та республика хӑни вылять. Ӑна пирӗн пата аслӑ пӗлӳ илме килнӗ Судан каччине Эмманюэле шанса панӑ. Малтанласа режиссер Африка ҫыннин рольне кинора вылякансен ушкӑнӗнчех шыранӑ. Урамра ӑнсӑртран Эмманюэле курсан, ӑна фильмра выляма сӗннӗ. Вырӑсла ҫӑмӑллӑнах калаҫакан каччӑ, кинора пӗрремӗш хут ӳкерӗннине пӑхмасӑр, ҫухалса кайман - тӳрех килӗшнӗ. Куракансем те презентацире ют ҫӗршыв каччине хапӑл тусах йышӑнчӗҫ.
Фильма, тӗпрен илсен, Шупашкар округӗнчи Пархикассинче ӳкернӗ. Массӑллӑ сценӑсене вырӑнти халӑха, культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсене тата "Савӑнӑҫ" фольклор ушкӑнне явӑҫтарнӑ. Картина пуян та паха пулса тухнӑ.
"Юрату вӑл шуткӑ мар" камите тепӗр хут пысӑк экран ҫинче ҫитес ҫул нарӑс уйӑхӗнче кӑтартма палӑртаҫҫӗ.
Леонид Петров








