Ҫамрӑксен театрӗнче "Вупӑр" фильм премьери пулчӗ

Ӑна "Чӑвашкино" студийӗпе Сергей Щербаков режиссер ӳкернӗ. Фильм сценарийӗ хӑйнеевӗрлӗ: пӗр ялта хуларан килнӗ ҫамрӑксем усал вӑйпа - вупӑрпа тӗл пулаҫҫӗ. 

Кӗске метрлӑ фильма кӑҫал Шупашкар районӗнче ҫулла ӳкернӗ. Унта республикӑри театрсенчи артистсем те, ытти професси ҫыннисем те ӳкерӗннӗ. Сюжет тӑрӑх 5 студент хуларан ялти культура ҫуртне юсама килеҫҫӗ. Урамра вӗсем икӗ ватӑна тӗл пулаҫҫӗ, анчах хӑйсене вӗсем умӗнче киревсӗр тытаҫҫӗ. Фильма 11 кун ӳкернӗ. Артистсем те, режиссер та вӑл мӗнле пулса тухнипе кӑмӑллӑ. Сюжет тӑрӑх, студентсене культура ҫурчӗн ертӳҫи кӗтсе илет. Кунти юхӑннӑ пӳлӗмсене кӑтартать: ҫутӑ ҫук, йӗри-тавра тирпейсӗрлӗх. Каҫ пулсан ҫамрӑксем ҫывӑрма выртаҫҫӗ те вӗсене вупӑр тапӑнать... 

Алена Артемкина, Димитрий Макаров