Эрнст Гофман юмахне тӗпе хурса лартнӑ постановкӑна театрӑн пултарулӑх ушкӑнӗ тулли йышпа хутшӑннӑ. Сцена ҫинче - нумай ҫул ӗҫлекен актерсем те, ҫамрӑк артистсем те. Спектакль лартма 37 костюмлӑх 112 метр пусма усӑ курнӑ. Премьера валли ятарласа музыка ҫырнӑ.
Ачасем мӗн пӗчӗкрен ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле вуласа ӳснӗ хайлав сӑнарӗсене тӳрех палласа илеҫҫӗ. Малалла мӗн пулса иртессе пӗлеҫҫӗ пулин те кӑсӑкланса кӗтеҫҫӗ. Актерсем зала хаваслӑхпа, юмах асамлӑхӗпе ҫавӑрса илеҫҫӗ. Пӗчӗк кураканпа часах пӗр чӗлхе тупса ашшӗ-амӑшӗн тимлӗхне те хӑйсем енне туллин ҫавӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗ Ҫул сӗмӗ кӳнӗ фойере те асамлӑх хуҫаланать. Спектакль хыҫҫӑн ачасем Хӗл Мучипе Юрпикепе тӗл пулаҫҫӗ. Хӗл асамҫисем пӗчӗк тусӗсем валли парнесем хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ постановкӑпа "Пушкин карттипе" билет туянса та курма пулать. Ҫамрӑксен театрӗнче Ҫӗнӗ Ҫулпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ кӑрлачӑн 9-мӗшӗчченех пырӗ.
Алиса Александрова, Бахтияр Велиев