Ҫамрӑксен театрӗнче Культура министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ

2020-мӗш ҫулта республикӑри культура тытӑмне чылай укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа культура эткерӗн 21 объектне тӗпрен ҫӗнетнӗ, 35 учреждение юсанӑ. Муниципалитетсенче те ҫак енӗпе нумай ӗҫ тунӑ. Наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 3 хӑтлӑ культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ. Паллах, пандеми хӑйӗн витӗмне кӳнӗ. Чылай ӗҫ-пуҫа инҫет мелӗпе ирттерме пуҫланӑ. Ҫӳллӗ шайра халӑхсем хушшинчи опера тата балет фестивалӗсем иртнӗ. 

 

Елена Дмитриева, Лидия Галактионова, Виктор Степанов