Ҫамрӑксен театрӗнче - кӑҫалхи пӗрремӗш премьера

Сцена ҫине чӑваш халӑх писателӗн Юхма Мишшин "Шурҫамка, ҫамрӑк кашкӑр" повеҫне тӗпе хурса лартнӑ спектакле кӑларчӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫе пуринчен малтан хаклакансен йышӗнче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те пулчӗ.

Сунарҫӑсем пӗррехинче вӑрманта кашкӑр йӑвине тупаҫҫӗ. Пысӑк чӗрчунӗсене тӗп тӑваҫҫӗ, пӗчӗк айван ҫурана - Шурҫамкана вара ялти пӗр кил картишне кайса пӑрахаҫҫӗ. Ӑна ҫавӑнта пурӑннӑ арҫын ача хӑй хӳттине илет. Анчах та ҫӗнӗ хуҫапа та кӗҫех пысӑк инкек пулать. Кашкӑр ҫури пӗччен, никама кирлӗ мар пулса юлать. Шурҫамка кӗҫех ҫитӗнет. Вӑл ҫаплипех ҫынсем патне туртӑнать. Лешсем вара ӑна йышӑнмаҫҫӗ, унра усаллине кӑна кураҫҫӗ.

Юхма Мишши повеҫе 1975-мӗш ҫултах ҫырнӑ. Ӑна 62 чӗлхепе куҫарнӑ. Сцена ҫине вара ку произведение пӗрремӗш хут кӑларнӑ. Спектакль режиссёрӗ - Раҫҫей Федерацин тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Борис Манджиев. Куракансем ӑна "Куккук куҫҫулӗ" постанавкӑпа лайӑх пӗлме тивӗҫ. Ҫак ӗҫе сцена ҫине кӑларма ҫавӑн пекех Пушкӑрт Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Рамиза Мухаметшина пулӑшнӑ. 

Шурҫамка тӗнчен тӗрӗсмарлӑхне, хушӑран тискерлӗхне, сахал мар курать пулин те, ҫав ҫавах ыррине ӗненме пӑрахмасть. Кашкӑрӑн инкеклӗ пурнӑҫӗ ҫинчен каласа паракан спектакль аслисемшӗн те, ҫамрӑксемшӗн те кӑсӑклӑ пулӗ.

Диана Иванова, Димитрий Макаров