Ҫамрӑксен театрӗнче - ҫӗнӗ спектакль

Куракансем халӗ "Аван пулсан - арӑма, усал пулсан - арҫынна" ятлӑ камит хаклама пултараҫҫӗ. Ӑна Пушкӑрт тата Тутар Республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Байрас Ибрагимов лартнӑ. Репетицинче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ пулса курчӗ.

Режиссер сӑмахӗпе, ҫакнашкал спектакль вӑл тахҫанах лартасшӑн пулнӑ. Ҫапла Ҫамрӑксен театрне аслӑ ӑрӑва илӗртесшӗн. Камите Владимир Гуркинӑн "Кадриль" пьеси тӑрӑх лартнӑ. Постановка ялти пурнӑҫа сӑнлать. Кӳршӳ санран пур енӗпе те лайӑхрах пулсан мӗн тумалла? Упӑшки те санӑннинчен маттуртарах пулсан вара? Анчах ку, чӑн та, ҫаплах-ши? Мӗншӗн ҫын аллинчи чӗлӗ ялан пысӑкрах пек туйӑнать? Шӑпах ҫакӑн пек ыйтусем ҫуралнӑ спектакле хатӗрлекенсен. Кулленхи пурнӑҫран йӑлӑхса ҫитнӗ икӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗ ӑна тӗпрен улӑштарма шут тытаҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе упӑшкисемпе ылмашӑнаҫҫӗ. Пуҫланать вара чӑн-чӑн ахӑрсамана.

Саня Арефьев ялан хаваслӑ, шӳтлеме юратать. Виталий Сергеевшӑн ҫак роль чӑннипех те ҫывӑх. Тепӗр кӳршӗ сӑнарне - Николай Зягинцева - Николай Дмитриев калӑпланӑ. Унра чылайӑшӗ хӑйне палласа илме пултарӗ.

Камитри ӗҫ-пуҫ, паллах, лайӑхпа вӗҫленет. Арӑмӗсем упӑшкисем патне таврӑнаҫҫӗ, вӗсене каҫараҫҫӗ. Ку спектакль ҫӑмӑлттайсем пирки тесе калама пулать пулин те, унти ӗҫ-пуҫ куракана тарӑн шухӑша ямалла.

Ҫамрӑксен театрӗнче ку камит репертуарта тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнасса шанаҫҫӗ. Ӑна куракансем тепӗр хут чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хаклама пултарӗҫ.

Диана Иванова, Екатерина Янгалакова