Ҫук, ку сӑмахсӑр спектакль мар: сӑнарсем калаҫаҫҫӗ те, мюзикл пулнӑ май - паллах, юрлаҫҫӗ те, анчах чӑвашла мар - вырӑсла. Ачасем юратакан хайлава сцена ҫине кӑларма театр 4 уйӑха яхӑн хатӗрленнӗ. Тӗнче касса ҫӳрекен Трубадурӑн мусӑкҫисемпе унӑн тусӗсем ҫинчен ватти-вӗтти пӗлет ӗнтӗ. Ҫамрӑксен театрӗнче ҫакӑн пек чӗрӗ саспа юрласа, музыка инструменчӗсем каласа мюзикл лартни хальччен пулман.
Игорь Столяров композитор спектакль валли ятарласа кӗвӗ ҫырнӑ. Мария Шуплецова художник вара вӑтам ӗмӗрти стильпе паянхине ҫураҫтарса сӑнарсем валли хӑйне евӗрлӗ, илӗртӳллӗ тумтир хатӗрлеме пултарнӑ. Чӑннипех те, куракансене мюзиклти ӗҫсем хальхи вӑхӑтра пулса иртни тыткӑнлать.
Мюзикла театрӑн пӗтӗм труппи хутшӑнать темелле. Ҫамрӑк артистсемпе юнашар - хисеплӗ ята тивӗҫнисем: Венера Пайгильдина, Алевтина Семёнова, Николай Дмитриев, Владимир Григорьев. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Леонид Яргейкин - Патша ролӗнче.
Ҫӗнӗ сезона театр пысӑк ӗмӗт-тӗллевпе кӗрет. Умра - регионсем хушшинчи "ҪеҫпӗлФЕСТ" фестиваль. Мускав облаҫне, Тутарстана гастроле кайма палӑртнӑ. Пушкин карттипе килекенсене малтанхи пекех ҫӗнӗ спектакльсемпе проектсем кӗтеҫҫӗ.
Марина Карягина, Дарья Григорьева, Михаил Солин