Ҫамрӑксен театрӗ 89-мӗш пултарулӑх сезонне пысӑк тӗллевсемпе тата ӗмӗтсемпе пуҫларӗ

Юпа уйӑхӗнче куракан умне 2 ҫӗнӗ постановка кӑларасшӑн, 6-мӗш хут "Атӑл юмахӗ" фестиваль ирттересшӗн. Кӑҫалтан тата театр студийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ кунта. Ҫӗнӗ тапхӑра вара артистсем "Савтепи" юмах премьерипе уҫрӗҫ.

Ольга Туркай драматург пьесине тӗпе хурса хатӗрленӗ спектакль аслисен кӑмӑлне каясси иккӗлентермест, ачасемшӗн те кӑсӑкли, халиччен пӗлменни сахал мар сюжетра. Чӑваш халапӗсенчи сӑнарсем, пирӗн халӑх ӗненсе, сума суса пурӑннӑ Турӑсем, ытти хӑватсем. Халиччен ҫапла халӑх умне куҫа курӑнман вӑйсене кӑларни пулманччӗ. Тӗп сӑнар Савтепи вара савнипе ӗмӗр курнӑҫаймӑн тенипе ҫырлахмасӑр ҫулҫӳреве тухса каять те вӗсенчен кашнинпе тенӗ пек куҫа-куҫӑн тӗл пулать. Ҫамрӑксен театрӗнче халӗ харӑсах тепӗр икӗ ҫӗнӗ спектакль хатӗрлеҫҫӗ. Пӗри - ачасем валли, тепри - ҫитӗннисем валли. Унсӑр пуҫне йӑлана кӗнӗ фестивальсемпе ҫӗнӗ проектсем те куракансене илӗртӗҫ. 

 

Алиса Александрова, Николай Семенов