"Тинех!" теҫҫӗ сценӑшӑн, куракансемшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ артистсем. Театр ӳнерне юратакансем те ҫаплах калассӑн туйӑнать. Искусство храмӗнчи вӑрах хушӑ пушӑ тӑнӑ пӳлӗмсем ӗҫлӗ шавпа тулнӑ. "Уйпике, Тукай, Сайтар" тенисем илтӗнеҫҫӗ, сцена тумӗ хатӗрлекенсем авалхи кӗпе-йӗм ҫӗлеттереҫҫӗ - спектакль чӑваш халӑхӗн ӗлӗкхи пурнӑҫӗ ҫинчен. Историлле халапа тӗпе хурса лартакан ҫӗнӗ хайлав куракан умне тухиччен шутлӑ кунсем юлни пурне те вӑр-вартарах пулма хистет. Режиссерӗ - Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Вячеслав Оринов, ӑна чи малтан тӑван халӑхӑн чун-чӗринчи Ҫӗр пичӗ ҫинче наци пулса пурӑнас туртӑмӗ иксӗлменнин, шалти хӑвачӗ ӑруран ӑрӑва куҫса пынин вӑрттӑнлӑхӗ кӑсӑклантарать.
Марина Карягина, Николай Семенов