Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук

Ҫак ятпа Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче 2-мӗш хут фестиваль иртрӗ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви, Вӗренӳ институчӗ тата Хӗрлӗ Чутай шкулӗн пуҫарӑвӗпе йӑлана кӗрсе пыракан ӗҫ-пуҫа хальхинче Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне тата хамӑр регионти Экологи ҫулталӑкне халалланӑ.

Малтанах кил хуҫисем хӑнасем валли экскурси ирттерсе шкул тӑрӑх илсе ҫӳрерӗҫ. Ачасем несӗлӗсен кун-ҫулне, йӑлисене, ӗҫне-хӗлне аван пӗлни аслисене тӗлӗнтерчӗ те, савӑнтарчӗ те.

Пӗр кунлӑх тӗлпулура 3 темӑна ӑстан шайлаштарнӑ фестиваль хуҫисем. Пӗрисем хӑнасемпе пӳлӗмрен-пӳлӗме ҫӳрерӗҫ, теприсем ҫав хушӑрах таврапӗлӳ музейӗпе паллаштарма хатӗр тӑчӗҫ. Шкул музейӗн алӑкӗ курма килекенсемшӗн кӑна мар, кулленех ачасене хушма пӗлӳ парас енӗпе те уҫӑ.

Хӑнасемпе тӳресем валли тӗрлӗ станци хатӗрленӗ. Авалхи чӑваш кил-ҫуртне те кӗрсе курчӗҫ вӗсем, ӳсен-тӑран пӳлӗмӗнчи техӗмпе те киленӗҫ, хӗрарӑмсен ал  ӗҫ хатӗрӗсемпе те паллашрӗҫ.

Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчи уява кам ӑмӑртӑва хаклама, кам хӑйӗн ӑсталӑхне тӗрлӗ енлӗ кӑтартма килнӗ. 10 округри 33 шкулпа ача сачӗсенчен ҫитнисем кашниех тӗплӗн хатӗрленнӗ. Хӑшӗ-пӗри юрра-ташша ӑста, теприсем алӑ ӗҫӗнче маттур, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне, тавракурӑмне сӑвӑра илемлӗн уҫса пама пултаракансем те пур.

Чӑвашлӑх уявне хӑйсен патӗнче ирттерес шухӑш чутайсен Муркаш тӑрӑхӗнчи "Чӑваш ачи чӑвашах" фестивале кайса килсен ҫуралнӑ.

Чӑннипех те тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем хушшинче пуҫарнӑ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кашнин чунне ҫывӑх пулчӗ. Хӑш-пӗр номинаци ҫемье конкурснех ҫаврӑнчӗ. Чӑваш халӑх апатне пӗҫерессине, сӑмахран, ачасем амӑшӗсене те явӑҫтарнӑ. Хӑйсен тӑрӑхӗнчи пӗр-пӗр йӑлана кӑтартса пама ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ҫи-пуҫне, ӗҫ-пуҫа сӑнлама хатӗр-хӗтӗрне тупмалла пулнӑ. Тӳресем ушкӑнсен, уйрӑммӑн ӑмӑртакансен, ҫемьесене тӑрӑшулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ. Ҫакнашкал фестивальсем тӑван чӗлхе, культура аталанӑвне ырӑ витӗм кӳнине палӑртрӗҫ.

Алиса Александрова, Виктор Чугаров