Тӗл пулура чӑваш тӗррин иртни, хальхи тата пуласлӑхӗ пирки сӑмах пычӗ. Ӑна аталантарас ӗҫре "Паха терӗ " фабрикӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗҫ. Пухӑннисем предпрятин историпе тата паянхи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан фильма пӑхрӗҫ. Фабрика ертӳҫи Наталия Посынкина пӗрлешӳ халӗ ҫӗнӗ майсенче аталанса пынине каларӗ. Кунта ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ. Пурӗ 90 яхӑн ҫын тӑрӑшать. Вӗсем пурте Екатерина Ефремова, Мария Симакова, Евгения Жачева паллӑ тӗрӗҫсен ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ. Калаҫӑва хутшӑннӑ маҫтӑрсем - Зинаида Воронова, Любовь Вазюкова, Татьяна Петрова, ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем Рената Яруллинапа Анастасия Пужалина наци костюмне тата капӑрлӑхне ӑсталас ӗҫри ҫитӗнӳсем пирки каласа кӑтартрӗҫ. Пухӑннисем ҫавӑн пекех "Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи" ача-пӑча пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ.
Надежда Александрова, Василий Дворников