Асра юлмалли виҫӗ кун

Чӑваш патшалӑх тата Орёл хулинчи пукане театрӗсем ҫак кунсенче пӗр-пӗрин патӗнче хӑнара пулчӗҫ. Ҫӳреве "Пысӑк гастроль" федераци проекчӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. 

Орёлти артистсем пирӗн патра 3 кун пулчӗҫ. Хӑнасем тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем валли классикӑлла виҫӗ спектакль кӑтартрӗҫ. Вӗсене пурне те тӗрлӗ фестиваль-конкурсра темиҫе хут та палӑртнӑ. Пирӗн артистсем те Орёлти куракансене виҫӗ спектакльпе паллаштарнӑ. 

Пӗрремӗш кунхине Орёлти сцена ӑстисем пирӗн республикӑри пӗчӗк куракансене "Сказка о рыбаке и рыбке" спектакальпе тыткӑнларӗҫ. Вырӑс классикӗ Александр Пушкин ҫырнӑ юмаха пӗлмен ача ҫук та пулӗ. Ҫапах та ун тӑрӑх калӑпланӑ спектакле пысӑк сцена ҫинче курма уйрӑмах кӑсӑклӑ пулнине ачасем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ҫирӗплетрӗҫ. Ку юмах ҫӑткӑнлӑх мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине кӑтартса парать, ырӑпа усала уйӑрма вӗрентет. Орёлти артистсем спектакле ҫӗнӗлӗхсем те кӗртнӗ. Сцена ҫине чи малтан автор сӑнарӗ - Александр Сергеевич Пушкин тухрӗ. Вӑл мӗнле ҫак юмаха ҫырнине каласа пачӗ. Сценарине ҫӗнӗ геройсене те кӗртнӗ - кунта качака путекки те, сысна ҫурисем те, чее кушак та пур. 

Шупашкарти тата Орёлти артистсем малашне те тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлес тӗллевлӗ. Хӑнасем илсе килнӗ спектакльсене курма зал тулли халӑх пухӑнчӗ. Вӗсем ачасене те, аслисене те тыткӑнларӗҫ. 

Оксана Верликова, Дарья Ананьева, Святослав Петров