Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне халалласа Наци вулавӑшӗнче патриотла чӑвашла юрӑсен концерчӗ иртрӗ

Ӑна вӑрҫӑпа тыл паттӑрӗсене халалласа Валентина Двойнова юрӑҫ йӗркелерӗ

Валентина Двойнова тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тата ҫӗнтерӳ паттӑрӗсене халалланӑ чылай юрӑ авторӗ. Халӑх вӗсене кӑмӑлтан йышӑнать. Иртнӗ ҫулсенче Валентина ытларах чӑвашла юрӑсем шӑрантарма пуҫланӑ. Валери Туркай, Раиса Сарпи, Галина Кӗмӗл тата ытти палла сӑвӑҫсен хайлавӗсенчен юрӑсем кӗвӗлет. Пӗлтӗр вӑл Юхма Мишши ҫырнӑ "Амӑшпе ывӑлӗ" баллада, кӑҫал Юрий Сементер сӑвви тӑрӑх "Ҫӗнтерӳ чикки" юрӑ хайланӑ. Ӑна пуҫласа ҫак концертра шӑрантарчӗ. Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисене халалланӑ юрӑ халӑх кӑмӑлне каясса шанать юрӑҫ. 

 

Алексей Енейкин, Юрий Васильев