Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа Мускаври Ҫӗнӗ Третьяковкӑра хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художниксен куравӗ ӗҫленӗ

Унта пирӗн ентешӗн, Канаш районӗнчи Сиккассинче пурӑнакан Николай Бабановӑн ӗҫӗсене те кӑтартнӑ. 88 ҫулта пыракан ӗҫпе тыл ветеранӗшӗн ҫӗршыв шайӗнчи куравра диплома тивӗҫни - пысӑк савӑнӑҫ.

Канӑҫсӑр чун-чӗреллӗ Николай Бабанов хальччен хӑйӗн куравӗсене Канашпа Шупашкарта та, районти тӗрлӗ ялсенче те, тӑван килӗ умӗнче те йӗркеленӗ, анчах картинӑсем Мускава "Аслӑ паттӑрлӑха халалласа..." выставкӑна ҫитме тивӗҫ пулни - уйрӑм чыс. Николай Михайлович ача чухне Анатолий Миттов паллӑ художникпа туслӑ пулнӑ, пӗр парта хушшинче ларнӑ. Тантӑшӗн пултарулӑхӗ хӗтӗртнӗренех вӑл та аллине киҫчӗк тытнӑ. 47 ҫул Сиккассинчи культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлесе вӑл ял аталанӑвӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ, халӗ те хӑй хыҫҫӑн ҫак ӗҫе кӳлӗннисене хӗмлентерсе тӑрать. 

 

Марина Карягина, Екатерина Янгалакова