Андрей Галкин композитор ҫавра ҫулне паллӑ турӗ

Раҫҫей композиторӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ 65 ҫул тултарчӗ. Вӑл ҫырнӑ кӗвӗсем республикӑри театрсен чылай спектакльне илемлетнӗ. Унӑн ӗҫӗсем эстрада, академиллӗ тата инструментлӑ музыкӑн жанрӗсене те витӗм кӳнӗ. Юбилей каҫӗ Пукане театрӗнче иртрӗ. 

Андрей Галкин чӑннипех те искусствӑна парӑннӑ ҫын. Вӑл ачаранах музыка енне туртӑннӑ. 8 ҫултах кӗвӗсем ҫырма хӑтланнӑ. Пӗрремӗш пьесӑна Александр Пушкинӑн  "Ылтӑн пулӑ" произведенийӗ тӑрӑх ҫырса пӑхнӑ. Шӑпах ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн композитор пулас ӗмӗт ҫуралнӑ. Пултаруллӑ ҫамрӑк Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, унтан ӑсталӑхне Чулхулари патшалӑх консерваторийӗнче туптанӑ. Аслӑ пӗлӳллӗ специалист хӑйне тӑван тӑрӑхра кирлӗрех туйнӑ. Ҫавӑнпа та диплом илнӗ хыҫҫӑн вӑл Чӑваш Ене таврӑннӑ. Малтанласа  Андрей  Галкин Ҫамрӑксен театрӗн музыка ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Унтан Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче "Ҫеҫпӗл" ансамбльте вӑй хунӑ. Каярах вара Пукане театрне куҫнӑ. Вӑл ҫырнӑ кӗвӗсем республикӑри пур профессиллӗ театр сцени ҫинче янӑраҫҫӗ. 
Андрей Галкин хайланӑ ӗҫсен шучӗ те ҫук. Вӑл, тӗслӗхрен, "Пӳрнеске" ача-пӑча юмахне илемлетнӗ. "Улӑп", "Сказка о мертвой царевне и семи богатырях", "Кот в сапогах" спектакльсем, "Атилла", "Хуркайӑк ҫулӗпе" балетсем валли те музыка ҫырнӑ. Унсӑр пуҫне эстрада юррисем те сахал мар калӑпланӑ. Вӑл тӑрӑшнипе чылай ушкӑн ҫӳллӗ шая ҫӗкленнӗ.

Уяв каҫӗнче паллӑ композитора хӑнасем пӗрин хыҫҫӑн тепри саламларӗҫ. Вӗсен йышӗнче театрпа культура учрежденийӗсен ертӳҫисем, ӗҫтешӗсем, артистсем, ҫывӑх тусӗсем пулчӗҫ. Тухса калаҫакансем Андрей Галкин произведенийӗсем Чӑваш Ен кӑна мар, Раҫҫей культурин аталанӑвӗнче те пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртрӗҫ. Ҫакна тӗпе хурса композитора Чӑваш Республикин культура министерствин кӑкӑрум паллипе чысларӗҫ.

Ӗҫтешӗсем, Пукане  театрӗн артисчӗсем уйрӑмах ӑшшӑн саламларӗҫ. Вӗсемех программӑри номерсене ӑнӑҫлӑ ҫыхӑнтарса пычӗҫ. Куракансем ҫак каҫ Андрей Галкин кӗввисемпе илемлетнӗ спектакльсен сыпӑкӗсемпе паллашма пултарчӗҫ.    

Леонид Петров, Антонина Капитонова, Денис Афанасьев, Олег Цыпленков