Анатолий Рыбкин художник Наци музейне хӑйӗн ӗҫӗсене парнелерӗ

Чӑваш наци музейне уҫнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлама тата иртнӗ ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсене тума республикӑри районсемпе хуласенчен музей ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ ларӑва Питӗр хулинчен килнӗ сумлӑ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ.

Инҫетрен килнӗ хӑнасем чи малтанах тӑван халӑхӑн тӗп управӑшне,чӑвашсен мӗнпур историпе культура туприне тирпейлӗн усракан Наци музейне, ҫавра ҫул ячӗпе саламларӗҫ. Питӗрти йӑхташӑмӑрсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Владимир Живов Чӑваш Ен культура министерствине ҫурҫӗрти тӗп хулара тӗрлӗ уяв ирттерме пулӑшнӑшӑн тав турӗ, малашне тата мӗнле ӗҫсем туса ирттерме палӑртни ҫинчен каласа пачӗ. Питӗрте пурӑнакан тепӗр сумлӑ хӑна, Анатолий Рыбкин Чӑваш халӑх тата Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ, Наци музейне хӑйӗн 7 картинине парнелерӗ.

 

Марина Карягина, Артур Галкин