Анатолий Никитин композитор 75 ҫул тултарчӗ 

Анатолий Никитин кӗвӗленӗ юрӑсем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ. Ку композитор кашни чӑваш чун-чӗрине ҫупӑрлакан хайлавсем ҫырайнинчен килет ӗнтӗ. Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫейри композиторсен союзӗн пайташӗ 75 ҫул тултарчӗ. Юбилей концертне унӑн пултарулӑхне хаклакансем, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем пуҫтарӑнчӗҫ.

Сцена ҫине тухса юрлакан йышлӑ пирӗн - чӑваш урӑхла пурӑнма пултараймасть, анчах Анатолий Никитин композитор кӗвӗленӗ юрӑсем, вӑл хӑй Надежда Ивановна мӑшӑрӗпе пӗрле шӑрантараканнисем уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӗсене ватти-вӗтти хапӑллать, концертра яланах зал тулли. "Ҫӳпҫипе хупӑлчи" теҫҫӗ вӗсем пек пӗр ҫӑвартан пурӑнакансене. Шӑпа пӳрнӗ мӗнпур йывӑрлӑха пӗрле тӳссе ирттернӗ мӑшӑра куҫран-куҫа пӑхса юрлани те, шӳтлени те килӗшет.

Анатолий Никитин паянхи куна 700-е яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ. Малтан музыка училищинчен, унтан Мускаври культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк баянист юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, "Ҫавал" ансамбльте ӗҫленӗ, анчах вӗри чӗри татах пӗлӳ енне туртӑннӑ. Вара вӑл 1992-мӗш ҫулта Ӗпхӳри ӳнер институтӗнчен композитор пулса таврӑнчӗ, Шупашкарта "Янташ" ушкӑн чӑмӑртарӗ. 100-е яхӑн ҫамрӑка вӗрентсе сцена ҫине кӑларчӗ унта - ахальтен мар ун ансамбльне "ҫӑлтӑрсен фабрики" теҫҫӗ. Саламлама килнисем "Янташӑн" тымарӗ - Надежда Ивановна, хунавӗ - Анатолий Никитич" терӗҫ. Ку чӑнах та ҫапла-тӑр. Чӑвашӑн пурнӑҫ философийӗ вара - вӗсен кашни юрринче.

 

Марина Карягина, Святослав Петров