Сцена ҫине тухса юрлакан йышлӑ пирӗн - чӑваш урӑхла пурӑнма пултараймасть, анчах Анатолий Никитин композитор кӗвӗленӗ юрӑсем, вӑл хӑй Надежда Ивановна мӑшӑрӗпе пӗрле шӑрантараканнисем уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӗсене ватти-вӗтти хапӑллать, концертра яланах зал тулли. "Ҫӳпҫипе хупӑлчи" теҫҫӗ вӗсем пек пӗр ҫӑвартан пурӑнакансене. Шӑпа пӳрнӗ мӗнпур йывӑрлӑха пӗрле тӳссе ирттернӗ мӑшӑра куҫран-куҫа пӑхса юрлани те, шӳтлени те килӗшет.
Анатолий Никитин паянхи куна 700-е яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ. Малтан музыка училищинчен, унтан Мускаври культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк баянист юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, "Ҫавал" ансамбльте ӗҫленӗ, анчах вӗри чӗри татах пӗлӳ енне туртӑннӑ. Вара вӑл 1992-мӗш ҫулта Ӗпхӳри ӳнер институтӗнчен композитор пулса таврӑнчӗ, Шупашкарта "Янташ" ушкӑн чӑмӑртарӗ. 100-е яхӑн ҫамрӑка вӗрентсе сцена ҫине кӑларчӗ унта - ахальтен мар ун ансамбльне "ҫӑлтӑрсен фабрики" теҫҫӗ. Саламлама килнисем "Янташӑн" тымарӗ - Надежда Ивановна, хунавӗ - Анатолий Никитич" терӗҫ. Ку чӑнах та ҫапла-тӑр. Чӑвашӑн пурнӑҫ философийӗ вара - вӗсен кашни юрринче.
Марина Карягина, Святослав Петров