Ҫак сӑмахсене Валентина Смирнова-Геворкян ҫамрӑк ӑрушӑн тӗслӗхлӗ пултӑр тесе калать. Ку - иртнӗ ӗмӗр варринелле ялта, йывӑр ҫемьере ҫуралса ӳснӗ хӗр сӑмахӗ. Валентина Владимировнӑна ӗҫе хӑнӑхса ҫитӗнни, аптраман кӑмӑл, умне лартнӑ тӗллевне ниме пӑхмасӑр пурнӑҫа кӗртме пултарни ҫын тунӑ.
1990-мӗш ҫултанпа театрта 40-е яхӑн тӗп опера партине юрланӑ артист: Татьяна ("Евгений Онегин"), Лиза ("Пиковая дама"), Виолетта ("Травиата"), Дездемона ("Отелло"), Леонора ("Трубадур") - пурне те асӑнса тухаймӑн. Чӑваш классикине те тивӗҫлӗ шайра сцена ҫинче янраттарнӑ солист хӑйӗн хӑватлӑ сассипе, ҫав шутра - Мерчен ("Телей кайӑкӗ"), Катерина ("Иван Яковлев"). 1995-мӗш ҫулта Валентина Геворкян куракан умне Нарспи пулса тухнӑ.
Валентина Смирнова-Геворкян чӗрӗк ӗмӗр ытла Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вокал искусствин кафедрин профессорӗ. Мӗн чухлӗ ҫамрӑк юрӑҫӑн пултарулӑхне уҫса аталанма пулӑшнӑ вӑл. Педагог кашни вӗренекенӗн ӳсӗмӗпе кӑсӑкланса тӑрать, вӗсене тӑван ывӑл-хӗрӗ вырӑнне хурать. Вӗсем Шупашкарта кӑна мар, Раҫҫейри пысӑк хуласен опера трупписенче юрлаҫҫӗ. Паян вӗсем вӗрентекенӗпе юнашар. Программӑра - тӗпрен илсен, Валентина Геворкянӑн репертуарӗнчи чи паллӑ юрӑсем.
Валентина Владимировна совет тапхӑрӗнче те, ҫӗнӗ вӑхӑтра та чӑваш юррин илемне тӑван халӑха тавӑрса парас тесе, хальхи ӑрӑва вилӗмсӗр хайлавсемпе паллаштарас тесе ялсене тухса ҫӳренӗ. Ҫыравҫӑсен ушкӑнӗпе ҫитмен тӑрӑх та хӑварман темелле.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн ректорӗ Наталья Баскакова аслӑ шкулӑн ӑслӑлӑх канашӗ Валентина Геворкяна "хисеплӗ профессор" ятне пама йышӑнни ҫинчен пӗлтерсен зал тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗ. Артистӑн пултарулӑхне юратакансем те, тус-юлташӗ те чӑваш хӗрне тӑван ялӗ вӑй-хал парса тӑнине палӑртаҫҫӗ.
Марина Карягина, Олег Цыпленков








