Ӑна аслӑ ӑру хисеплет, кӗҫӗннисем унпа танлашма тӑрӑшаҫҫӗ

28 ҫул Ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫинчен анмасӑр 100-е яхӑн сӑнар калӑпланӑ Светлана Дмитриева. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ 50 ҫул тултарчӗ, хӑйӗн ҫавра ҫулне вӑл куракансемпе пӗрле паллӑ турӗ.

Светлана Филиппова-Дмитриева ҫуралса ӳснӗ Канаш районӗнчи Кӑшнаруй чӑваш театрӗн шӑпинче уйрӑм вырӑн йышӑнать темелле: ҫак ял хӑй вӑхӑтӗнче ГИТИСра артиста вӗреннӗ, каярах паллӑ драматург пулса тӑнӑ Николай Терентьева ҫитӗнтернӗ. Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр училищинче Светланӑпа пӗлӳ пухнӑ, 1993 ҫулта пӗрле Ҫамрӑксен театрне килсе паянхи кунччен юнашар ӗҫлекен Ирина Архипова та унтанах. 28 ҫул каялла ҫӗршывӑн тӗп хулинчен пысӑк хавхаланупа вӗренсе таврӑннӑ ҫамрӑксене Шупашкар театрӗсем хапӑлласа кӗтсе илнӗ. Светлана Дмитриева пирвайхи ролӗсемпех ӗҫтешӗсен кӑмӑлне кайнӑ - апла пулсан куракансен асӗнче те юлнӑ.

 

Марина Карягина, Николай Семёнов