Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ уҫӑлать

Ташӑ класӗнче халӗ хӗрӳ тапхӑр - малтан артистсем "Титания", унтан "Дон Кихот" спектакльсене аса илчӗҫ. Кашни хусканӑва тӗплӗн, пӗр йӑнӑшсӑр тума хӑнӑхаҫҫӗ ташӑҫсем. 

Фестиваль уҫӑлнӑ кун куракансене харӑсах икӗ премьера кӗтет - "Титания" тата "Болеро". Ҫӗнӗ спектакльсене лартма Чӑваш Ене паллӑ хореографсене - Софья Гайдуковӑпа Константин Матулевские чӗнсе илнӗ. Фестиваль программинче ҫавӑн пекех "Жизель" тата "Дон Кихот" постановкӑсем. Унсӑр пуҫне хальхинче театр куракансене ӳнер тӗнчипе ҫывӑхрах паллашма сӗнет. Кӑмӑл тӑвакансем валли ятарлӑ ӑсталӑх сехечӗсем пулӗҫ. Унта хутшӑнакансене специалистсем классика тата хальхи ташӑ вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парӗҫ. Шкул ачисем валли те кӑсӑклӑ проектсем хатӗрленӗ. Вӗсенчен пӗри - медиашкул. Вӑл пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗрремӗш вӗренекенӗсене йышӑннӑ. 

Елена Дмитриева, Дмитрий Макаров