"Ӑҫта каян чӗкеҫ" халӑх юрри Японире пурӑнакансем ӑнланмалла янӑрать

Пӗр эрнере клип ӳкерме, студире ҫӗнӗ юрӑ ҫырма тата он-лайн шоура концерт кӑтартма ӗлкӗрнӗ. "DIVA Ethno Future Sound" ушкӑн Чӑваш Енре пулнӑ май пултарулӑхри тӗллевӗсемпе паллаштарнӑ. Артистсем Японире пулса курма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Ушкӑн юрӑҫи Наталья Васильева асӑннӑ ҫӗршыв культурипе кӑсӑкланать, ҫавӑнпа "Ӑҫта каян чӗкеҫ" юрра япунла янратса пӑхас тенӗ. Сӑмахӗсене Питӗрти вӗрентекен Ирина Мамонтова куҫарса панӑ. Кӑҫал, паллах, чикӗ леш енне тухса ҫӳресси иккӗлентерет. Пандемине пулах Казахстанри концерта пӑрахӑҫлама тивнӗ. Ун вырӑнне Мускаври тата Питӗрти музыкантсен, фотографсен, операторсен ушкӑнӗ Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ. 

 

Владимир Тимофеев, Анна Филиппова, Игорь Ульянов