Ташӑ "чӗлхи" ҫав тери пуян. Ун урлӑ кӑмӑл-туйӑма пӗлтерме кӑна мар, пӗр-пӗринпе хутшӑнма, илемлӗхӗ курма вӗренме пулать. Тата ҫак ӑсталӑх дисциплинӑна ӳстерет. "Ташлакан Чӑваш Ен" проекта малтанах 5-мӗш гимнази хутшӑннӑ. Чӑваш Республикин ташӑ спорчӗн федерацийӗ вӗренӳ ирттернӗ хыҫҫӑн вара проекта анлӑлатма шутланӑ. Ҫапла шкул лигине тепӗр 3 пӗлӳ учрежденийӗ кӗнӗ. Вӑл шутра 44-мӗш гимнази те.
Пуҫарӑва республикӑн спорт министерстви тата Хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ те ырланӑ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева вара проект кураторӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑнта шкул театрӗсен "Асам" фестивальне йӗркелесе пухнӑ опыт та нумай пулӑшнӑ. Халӗ педагогсене хатӗрлесси юлать. Чӑваш Республикин ташӑ спорчӗн федерацийӗпе пӗрле специалистсене вӗрентме тата вӗсен ӑсталӑхне ӳстерме ятарлӑ тытӑм йӗркелесшӗн.
Диана Сафонова, Светлана Позднякова, Виктор Степанов








