40 ҫула яхӑн сценӑна парӑнса тӑрӑшнӑ

К. Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗнче Чӑваш халӑх артисчӗ Галина Мадеева ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ асӑну каҫӗ иртрӗ. «Ӑна Турӑ сассине те, кӗлеткине те, пултарулӑхне те панӑ», - терӗҫ ӗҫтешӗсем сумлӑ сцена ӑстине аса илсе.

Галина Мадеева ялтан пӗчӗклех тӗп хулана куҫса килнӗскер, малтанласа чӑвашла та калаҫман. Шкул пӗтерсенех вӑл Ленинградри физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ. Ҫапах та артист пулас туртӑм вӑйлӑрах пулнӑ - 1941-мӗш ҫулта Мускаври театр институтне вӗренме каять. Унччен тӑрӑшсах чӑвашла калаҫма хӑнӑхать. Хаяр вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пӗтӗм йывӑрлӑха чӑтса ирттерме тивет унӑн: окоп та чавнӑ, вӑрман та каснӑ. Сцена ӑсталӑхне вара Галина Тимофеевна тӗнчипе паллӑ МХАТ артисчӗ - Михаил Тарханов патӗнче туптанӑ. Унпа пӗрле Мускавран 1947-мӗш ҫултан вӗренсе таврӑннӑ ҫамрӑксем чӑваш театрне ҫӗнӗ варкӑш кӗртнӗ, терӗ СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче Галина Мадеева 36 ҫул тӑрӑшнӑ. Тӗрлӗ жанрлӑ рольсем калӑплама тӳр килнӗ унӑн. Николай Терентьев пьеси тӑрӑх лартнӑ "Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ» спектакльте вӑл - Мария Ульянова. Николай Айзманӑн "Кай-кай Иванара" - Наҫтаҫ. Ҫавӑн пекех Валерий Яковлев лартнӑ "Телейпе Илем", "Юнлӑ туй" тата ытти чылай спектакльте вылянӑ. Вӗсем пурте театрӑн "ылтӑн ҫӳпҫине" кӗрсе юлнӑ. Сумлӑ ӗҫтешне халалласа академи драма театрӗн артисчӗсем "Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ" спектакле кӑтартрӗҫ. 

Леонид Петров