Çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе çитме шутлă кунсем юлчĕç. Чылай çĕрте кивĕ котельнăйсене йĕркене кĕртеççĕ, пăрăхсене улăштараççĕ. Красноармейски районĕнчи шкулсемпе сатиксене вара çĕнĕ хатĕрсемпе ăшăтĕç. Вĕсем энергие тата укçа-тенке перекетлеме май параççĕ.
Елена Дмитриева, Вадим Владимиров
«Звездочка» тата «Чебурашка» сатиксем юнашар вырнаçнă. Вĕсене 90-шар ача çӳрет, пĕтĕмпе 4 ушкăн. Ку учрежденисене ăшăпа Красноармейскинчи тĕп котельнăй тивĕçтернĕ. Кĕçех вара лару-тăру улшăнĕ.
Çĕнĕ котельнăй икĕ сатике те ăшăпа тивĕçтерĕ. Çурта ашшĕ-амăшĕ, сатиксенче ĕçлекенсем пĕрлехи вăйпа хăпартнă. Çитес вăхăтра тăррине витмелле, кантăксем лартмалла тата ытти хатĕре вырнаçтармалла. Мĕн пур ĕçе сивĕсем пуçланиччен вĕçлемелле.
Ытти сатикпе шкулта та ăшăпа тивĕçтеркен тытăмсене çĕнетнĕ. Çак ĕç валли район администрацийĕнчен пĕтĕмпе 2 миллион тенкĕ уйăрнă.
Перекетленĕ укçапа шкулсемпе сатиксене хăтлăлатма усă курĕç.