Канаш хулинчи Коллектор урамĕнче пурăнакансем 16 çул ĕнтĕ çул çуккипе аптраççĕ. Çумăрлă çанталăкра пушшех нушаланаççĕ. Урамра шыв кӳлĕ пек сарăлса выртать. Çынсем пулăшу ыйтса ăçта кăна çитмен пулĕ. Темиçе çул каялла кунта çулăм та алхаснă, анчах пушар машини путса ларнă, çурта пăхса тăрсах çунтарса янă. Васкавлă медицина пулăшăвĕ те ку урама çитеймест. Ним тума аптранипе канашсем пирĕн пултарулăх ушкăнне чĕнсе илчĕç.
Надежда Александрова, Мария Никифорова, Михаил Солин
Коллектор урамĕнче пурăнакансем çумăрлă çанталăкран нимрен ытла хăраççĕ. Хулана илсе тухакан пĕртен-пĕр çула шыв юхтарса каять. Çынсем каланă тăрăх, ăçта та пулин каяс пулсан, икĕ мăшăр атă-пушмак илме тивет. Пĕри - пылчăк çăрса утмалли, тепри - улăштарса тăхăнмалли. Лару-тăрăва канализаци пăрăхĕсем йывăрлатаççĕ. Çур ĕмĕр каяллах усă курма пуçланăскерсем юрăхсăра тухнă. Рабочисем çĕре чакаласах тăраççĕ. Çавăнпа та çулĕ шăтăк-путăклă.
Коллектор урамĕнче пурăнакансем хăйсен шучĕпе газ та, шыв та кĕртнĕ. Канализаци шывĕсем çăлсене варалаççĕ. Çула пĕрмай чакаланă пирки пÿрт умĕнчи картасем тÿнсе каяççĕ. Алевтина Херувимован гаражĕ те шыв илнине чăтайман - ишĕлсе аннă. 2010 çулта кунта пушар тухнă. Анчах та çăлавçăсем çулăма вăхăтра сӳнтереймен.
Çынсен йывăрлăхĕ пирки вырăнти ертÿçĕсем лайăх пĕлеççĕ. Кунта пурăнакансем çырупа Путин патне те çитнĕ. Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Дмитрий Байгулов пĕлтернĕ тăрăх, урамра вак чулпа усă курса çул сарĕç. Грейзер çĕре якатса тухĕ, икĕ енпе те канализаци пулĕ. Ĕçе утă уйăхĕн вĕçĕччен туса пĕтерме шантараççĕ.